Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илеме туйнӑ, пурнӑҫа юратнӑ

Писатель Степан Митрофанович Лашман (Авксентьев) 1895 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирекре, хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1907-1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, 1912-1914 ҫулсенче Чӗмпӗр земствин строительство шкулӗнче вӗреннӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Лашман «Нарспи» поэма авторӗпе К.Ивановпа, Н.Шупуҫҫыннипе, Ф.Павловпа ҫывӑх паллашнӑ. Чӑвашсен паллӑ педагогӗ И.Я.Яковлев ертсе пынипе вӗсем ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫленине курса, Ҫ.Лашман та хӑйӗн пултарулӑхне сӑвӑ-юрӑра тӗрӗслесе пӑхас ӗмӗтпе хавхаланнӑ. Анчах ун чухне вӑл ҫак ырӑ ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме ӗлкереймен. 1915 ҫулта ӑна империализм вӑрҫине илсе кайнӑ.

Октябрьти социализмла Аслӑ революци хыҫҫӑн вӑл, 1918 ҫулччен, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи ҫутӗҫ пайӗн Чӑваш уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑниччен, ҫарта пулнӑ. Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑнах Чӗмпӗрте Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат кӑларас ӗҫе пуҫарса янӑ, унӑн пирвайхи редакторӗ пулнӑ. Ҫавӑнтан вара вӑл хӑйӗн кун-ҫулне пӗтӗмпех пичет ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

1919 ҫулта Ҫ.Лашман каллех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ. Хӗвелтухӑҫ тата Польша фрончӗсенче Хӗрлӗ ялавлӑ 27-мӗш дивизи политпайӗнче малтан библиотекарь, кайран клуб начальникӗ пулнӑ. Фронтра ҫапӑҫакан чӑваш салтакӗсене Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чаплӑ пуласлӑхӗ ҫинчен ывӑнма пӗлмесӗр ӑнлантарнӑ, совет республикине паттӑррӑн хỹтӗлеме чӗннӗ.

1920 ҫул вӗҫӗнче ӑна Хусан хулине «Канаш» (хальхи «Хыпар» хаҫат редакцине чӗнсе илнӗ. Ҫак хаҫат редакцийӗнче вӑл 12 ҫул хушши пӗр таттисӗр пай заведующийӗ тата ответлӑ секретарь пулса ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне йӗркелес, «Сунталпа» «Капкӑн» журналсем кӑларма тытӑнас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

1925-1930 ҫулсенче вӑл ҫав вӑхӑтри паллӑ журналистпа тата критикпа А.Золотовпа пӗрле республикӑра радио ӗҫне пуҫарса ярас тӗлӗшпе те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ. 1922-1927 ҫулсенче РОСТА тата ТАСС корреспонденчӗ, каярахпа республикӑри радиоинформаци комитечӗн литературӑпа драма передачисен редакторӗ пулнӑ.

Писатель ҫырнӑ паллӑ произведенисем — «Хура ҫӑхансем» (1921), «Леш хайхисем» (1922), «Тӗттӗм кӗтесре» (1922), «Ноябрӗн 7-мӗшӗ» (1926), «Тамаша» (1930), «Большевикла ҫуракишӗн» (1931), «Ахӑрсамана» (1930), пьесӑсемпе комедисем. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче писатель ҫырас ӗҫе нихҫанхинчен пысӑк хастарлӑхпа тытӑннӑ. Граждан вӑрҫин йывӑр та асаплӑ ҫулӗсем ҫинчен «Ылтӑн хӗҫ» драмӑна вулакансемпе куракансем умне ӑнӑҫлӑ илсе тухнӑ. Писателӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх кун-ҫулӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хӑйӗн произведенийӗсенче вӑл пӗтӗмпех ҫынсен ӗҫпе кӗрешỹри хастарлӑхне мухтаса юрлать. Унӑн вӑтӑрмӗш ҫулсенче ҫырнӑ «Виҫӗ тӗлпулу», «Чӑрсӑр Арҫук», «Тимлӗ письмоносец», «Ҫулӑмлӑ кунсем», «Амӑш кун-ҫулӗ», «Кӑвак хуппи» очеркӗсенче пирӗн умма чӑваш ялӗсенче колхозсем чӑмӑртаннӑ тапхӑрти хастар чун-чӗреллӗ ҫынсем тухса тӑраҫҫӗ.

Оригиналлӑ произведенисем ҫырнипе ҫеҫ ҫырлахмасть писатель. Литература ӗҫне тин ҫеҫ тытӑннӑ ҫамрӑксене пулӑшас тӗлӗшпе те нумай тӑрӑшать. Вӗсен пирвайхи произведенийӗсене тишкерсе рецензисем ҫырать, усӑллӑ канашсем парать. Вӑл куҫарнӑ паллӑрах произведенисем: М.Горькин «Челкаш» калавӗпе А.Блокӑн «Вуниккӗ» поэми, А.Серафимовичӑн «Тимӗр юхӑм» романӗпе М.Горькин «Амӑшӗ» романӗн уйрӑм сыпӑкӗсем тата А.Чехов, Я.Гашек, М.Твен калавӗсем.

С.Лашман пурнӑҫа юратакан, унӑн илемне лайӑх туякан писатель пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫӗ 1986 ҫулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче татӑлнӑ.

«Шӑмӑршӑ хыпарӗ»


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-05 14:40:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5217 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем